Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Халӑх тӑшманӗ»

«Халӑх тӑшманӗ» тесе пӗр-пӗр ҫынна ярлӑк ҫакасси, сӑлтавсӑрах айӑпласси авалах пулнӑ. Чӑн малтан ҫак каларӑшпа пуҫласа Авалхи Рим империйӗнче, Францин Аслӑ революцийӗн ҫулӗсенчех анлӑн усӑ курни паллӑ. Ҫакна аса илтерни те вырӑнлӑ: ун чухне «халӑх тӑшманӗпе» «халӑхсен тусӗ» текен антоним та ҫӳренӗ.
Раҫҫейре ҫак каларӑш 1917 ҫулхи нарӑсри революци вӑхӑтӗнче сарӑлнӑ та граждан вӑрҫи вӗҫленичченех халӑхра ҫӳренӗ: «хӗрлисем» «шуррисене», «шуррисем» «хӗрлисене» «халӑх тӑшманӗ» тесе хӑртасси, ярлӑк ҫакасси йӑлара пулнӑ. Нумаях та вӑхӑт иртмен, вӑтӑрмӗш ҫулсенче, И.Сталин, халӑхсен хушшинче класс кӗрешӗвӗ пынӑ тапхӑрта, «халӑх тӑшманӗсене» обществӑран уйӑрмалла текен шухӑш патне пырса тухать. Ҫавна пула пӗр айӑпсӑр ҫынсенех политика тӗлӗшӗнчен шанчӑксӑр тесе айӑпсӑррисене те ятарласа хатӗрленӗ зонӑсене, Ҫӗпӗре ӑсатнӑ, пере-пере пӑрахнӑ. «Халӑхсен ашшӗ» тунӑ йӑнӑша пула тӑван ҫӗршыв ҫав тери пултаруллӑ ученӑйсемсӗр, писательсемсӗр, ҫар пуҫӗсемсӗр тӑрса юлнӑ.

Роман Чепунов, «Хыпар», 2010, пуш, 27


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-18 19:44:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2014 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем